Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх продукцине туса илесси нумайланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов правительство членӗсемпе эрнекунсерен ирттерекен канашлура пӗлтернӗ. Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче мӗнпур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх продукцине туса илесси 1 процент хушӑннӑ. Ака лаптӑкӗ пӗтӗмпе 558,6 пин гектарпа танлашнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9,3 пин гектар нумайрах. Сӗт тата аш туса илесси те ӳснӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне кӑҫалхи ҫур ҫулта 0,3 процент чухлӗ ӳстерсе 211,8 пин пуҫа ҫитернӗ. Канашлура ял хуҫалӑхне кӳрекен пулӑшу пирки те калаҫнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне 1 миллиард тенкӗ ытла субсиди куҫарнӑ. Ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 4 процент пӗчӗкрех иккен. Ҫулталӑкра вара пӗтӗмпе 2,1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Федераци хыснинчен субсиди ҫителӗклӗ килсе ҫитмен имӗш. 2012 ҫулта парӑм 62,7 миллион тенкӗ пулнӑ-мӗн, пӗлтӗр — 160,4 миллион. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Елчӗк районӗнчи икӗ хуҫалӑхра вырмана тухнӑ. Унти «Прогресс» тата «Яманчурино» кӗрхисене тата пӑрҫа ҫулма тытӑннӑ. Пилӗк жаткӑпа ӗҫленӗ-мӗн паян. «Прогресс» тата «Яманчурино» хуҫалӑхсенчи ӗҫҫи епле пынипе паллашма вырӑна районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӗсем пӗрчӗллисен тата пӑрҫа йышшисен хирӗсене ҫитсе курнӑ, механизаторсемпе калаҫнӑ. Елчӗк райадминистрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх, районтан пынисем хресченсене епле ӗҫлесен тӗрӗсреххи пирки сӗнӳ-канаш та панӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Фермерсем канашлаҫҫӗ Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи кану базинче «Фермер кунӗ–2014» республика шайӗнчи уяв иртнӗ. Мероприятие фермерсен тата ял хуҫалӑх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ильдар Чемеров ертсе уҫнӑ, вӑлах пынӑ. Фермерсем патшалӑх енчен хӑйсене епле пулӑшу лекнине сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ района илсен, юлашки виҫӗ ҫулта унти 7 фермера вӑл грант евӗр лекнӗ. Республикӑра туса илекен ӳсен-тӑран апат-ҫимӗҫӗнчен 27 проценчӗ – фермерсен тӳпи-мӗн. Фермер кунне банкирсемпе ял хуҫалӑх техникине тата ыттине сутакан предприятире тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен продукцине ырланӑ-мухтанӑ: кам кивҫен укҫа, кам тавар сӗннӗ. Фермерсем агротуризм аталантарасси пирки те калаҫнӑ, пахча ҫимӗҫпа улма-ҫырла туса илнин усси пур текенсем те тупӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Федор Шадриков фермер, ав, Финляндие кайса унти ӗҫтешӗсен пурнӑҫӗпе паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта агротуризмӑн ҫемье центрӗсене йӗркелеҫҫӗ иккен.Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
glavnoe.ua сайтри сӑн Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗ Пӑрачкав районӗнчи «Восход» тата М.Горький ячӗллӗ ЯХПКсен фермисенче ветеринари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ҫӑртме уйӑхӗнче Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑннӑ фермӑсене планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Икӗ тӗслӗхре те ветеринари нормисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Икӗ фермӑра та лейкозпа чирлӗ ӗнерен суса илнӗ сӗте сутнӑ-мӗн. Кунашкал сӗте сутни Таможня союзӗн «Сӗтпе сӗт продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн йӗркипе килӗшӳллӗн мар. Ҫавӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ организацисен председателӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑмасть-ха. Ҫапах та ял хуҫалӑх предприятийӗсем май килнипе выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесе хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче те ҫак енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе унта нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2 пин гектар ытла ҫулнӑ. Ку вӑл – планпа пӑхнин ҫурринчен кӑшт ытларах. Утӑ 2115 тонна хатӗрлеме палӑртнинчен 1270 тонна янтӑланӑ. Сенажа элӗксем 7711 тонна хатӗрлесшӗн. Ӑна хальлӗхе 3 пин тоннӑна яхӑн хурса хӑварнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе «Новый Путь» кооператив ӗҫченӗсем малта пыраҫҫӗ. «Авангард», «Правда», «Алмаз» хуҫалӑхсем те – лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ акнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара ҫуртрисем 209,5 пин гектар йышӑннӑ. Малтанласа вара 198,4 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш хресченӗ ҫуртрисене планпа пӑхнинчен 0,5 процент нумайрах акнине пӗлтерет. Ҫапах та акса пӗтермен хуҫалӑх та пур-мӗн. Ку вӑл — Улатӑр районӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӑл 98,8 процент ҫӗннӗ. Ҫӗрулмине 10 пин гектар ытларах лартнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗнчен иртнине пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗ унччен шухӑшласа хунинчен 107,6 процент лартнӑ, Улатӑр районӗ — 106,7 процент. Кайра Красноармейски районӗ пырать. Унта маларах асӑннӑ кун тӗлне ҫуррине кӑна ҫитейнӗ. Маларах республикӑн аграри ведомстви «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне акса пӗтерме шухӑшланине пӗлтернӗччӗ. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем пахча-ҫимӗҫ, сахӑр кӑшманӗ, кукуруза, пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем акаҫҫӗ, хӑмла ҫакаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Электрокӗтӳҫ текен хатӗр Районти хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире кӑларма пуҫларӗҫ. Элӗксене илсен, пуринчен малтан ӗнесене «Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Унта вӗсене «электрокӗтӳҫӗсем» кӗтеҫҫӗ иккен. Ҫав япала пуррине кура кӗтӳҫ шыраса халтан каймалла мар. Пысӑк кӗтӗве пӗр кӗтӳҫех пӑхаять иккен. «Вӗсем ҫаран тӑрӑх хӑвӑрт куҫса ҫӳреҫҫӗ, вырнаҫтарма ансат, выльӑхсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ, — тесе ырлать ҫав хатӗре асӑннӑ районти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. — Картине вырӑнтан вырӑна куҫарма ҫӑмӑл, кӗтӳ апатран тулӑх, ӗнесем часах ӳт хушаҫҫӗ». Ҫак кунсенче выльӑхсене Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Авангард» хуҫалӑхсенче те ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шанс» тулли мар яваплӑ общество тата «Шӑмӑршӑ районӗнчи чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станци» ҫумӗнче ӗне сӑвакан операторсен район конкурсӗ иртнӗ. Унта Шӑмӑршӑ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ӗне сӑвакансем хутшӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсене теорире тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ, ӗне сунӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Шанс» тулли мар яваплӑ обществӑн доярки Нина Петровна Харлампьева чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна «Искра» ЯХПКри Алсине Семигуловна Чернова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗш «Мир» АХОри Земземие Мукатесевна Тизякова пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Шӑмӑршӑ район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — Улатӑр районӗнче — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ. 21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах Етӗрне районӗ палӑрнӑ — 101,1 процент. «Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать. Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те… Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗнӗ тракторпа ӗҫлеме те аван Кӑҫалхи 4 уйӑхра Элӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем автотранспорт паркне 10 миллион та 580 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ тесе пӗлтерет унти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. Кивҫен илнӗ укҫапа 3 миллион та 365 пин тенкӗлӗх чухлӗ техника туяннӑ, хӑйсен шучӗпе — 7 миллион та 215 пинлӗх. «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) ял хуҫалӑх производство кооперативӗ кӑҫал тӗрлӗрен ял хуҫалӑх техникипе хатӗр-хӗтӗр туянма 4 миллион та 642 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. «Алмаз» хуҫалӑх уй-хирӗнче ҫӗнӗ «Беларус-2022.3» трактор «кӗрлеттерсе» ҫӳрет-мӗн, ҫурхи тырӑна ҫӗнӗ сеялкӑпа акнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкӗ «тухса кайнӑ». Э.Лебедев хресчен-фермер хуҫалӑхӗпе «Килӗшӳ» уҫӑ обществӑн машина-трактор паркӗсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн автопаркӗ «Беларус-89.2» тракторсемпе ҫӗнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |